Ҫӗмӗрлере ҫарпа патриотизм клубӗсен тата параппанҫӗсен дефилине тата «Марш ансамблӗсен парачӗ» плац-концерт ирттермелле.
Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшне палӑртса хунӑ мероприятие хулан 100 ҫулхине халалланӑ. Мероприяти тӗллевне патриотизм воспитанине сарассипе ӑнлантараҫҫӗ.
«Паян строй хатӗрленӗвӗ, параппанҫӑсен колоннӑпа утса иртесси, ҫар ӳнерӗсен элеменчӗсем вӑйлӑ аталанаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та фестиваль-конкурс Чӑваш Республикинче патриотизмла ӳстерессин тӑсӑмӗ шутланать», — ӑнлантарнӑ Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн сайтӗнче.
Хулари ача-пӑча пултарулӑх центрӗ фестивале республикӑри ҫамрӑк армеецсен уйрӑмӗсене, ҫарпа патриотизм клубӗсене, параппанҫӑсене хутшӑнма чӗнсе калать. Ыйтса пӗлмелли тупӑнсан Юлия Жданович ятлӑ ҫын патне 8(905)46-81-51 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
«Шкула хатӗрленме пулӑш» ятпа иртекен акци республикӑри хӑш-пӗр районта ҫак кунсенче малалла пырать. Ӑна, сӑмахран, Ҫӗмӗрле, Шупашкар районӗсенче йӗркеленӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче йывӑр лару-тӑрура шутланакан 572 ҫемьене шута илнӗ. Вӗсенче 1043 ача ӳснине пӗлтереҫҫӗ. Нумай ачаллисем те пур.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр та ашшӗ-амӑшӗ шкула валли кирлӗ япала туянса парайманнисене пулӑшма чӗнсе каланӑ май уҫӑ кӑмӑллисенчен тетрадь-ручка, ҫипуҫ, ура тӑхӑнмалли, спорт тумтирӗ тата ытти пухнине пӗлтерет. Шупашкар районӗнче акци авӑн уйӑхӗн вӗҫӗчченех тӑсӑлӗ.
Ачасене пулӑшас текен ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсене халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрсенче хаваспах кӗтеҫҫӗ.
Тӑван республикӑмӑрӑн уй-хирӗнче вырма малалла пырать. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ӗнерхи кун тӗлне пухнӑ цифрӑсене ӗненсен, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 186,7 пин гектар ҫинчен 455,9 пин тонна ҫапса тӗшӗленӗ. Ҫапла вара хресчен ака лаптӑкӗн 64,5 процентне вырса илме ӗлкӗрнӗ. Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк районӗсенче тӗштырӑна 80 процент ытла вырнӑ.
Кашни гектартан тухакан вӑтам тухӑҫ кӑҫал пӗлтӗрхинчен пысӑкрах: хальлӗхе 24,4 центнера ларса пырать (пӗлтӗрхи кӑтарту — 20,6 ц). Вӑрнар районӗнче тухӑҫ вӑтамран 30,1 центнер тухать.
Тепӗр хуҫалӑхсенче ир пулакан ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ ҫинче ӗҫлеҫҫӗ.
Кӗрхисем валли Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районсенче планпа пӑхнинчен ытла лаптӑк ҫӗр сухаласа хатӗрленӗ. 11 районта кӗрхисене акаҫҫӗ. Хальлӗхе 2 пине гектар ҫитнӗ.
Чӑваш Енре уҫӑ тӳпе айӗнчи кинофестивале пӗрремӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Малашне кунашкал мероприятие тӑтӑшах ирттересшӗн.
Проекта Раҫҫейри Кино ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ӑна пурнӑҫламашкӑн 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Пӗрремӗш фильма авӑн уйӑхӗнче Шупашкарта кӑтартӗҫ. Кино-караван Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсене, Ҫӗнӗ Шупашкара та ҫитӗ. Фестиваль программине Никос Зервас кӗнеки тӑрӑх ӳкернӗ патриотлӑх фильмӗсене кӗртнӗ ӗнтӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене наци кинематографӗн ҫитӗнӗвӗсемпе те паллаштарӗҫ.
Чӑваш Енре халӑхран пухакан сӗт хакӗ ӳснӗ. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне республикӑра вӑтамран 1 литр сӗте 14,7 тенкӗпе туяннӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 16,7 процент ытларах.
Ҫак уйӑхра Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче сӗт хакӗ 2 тенкӗ ӳснӗ. Вӑрнар тата Муркаш тӑрӑхӗсенче 1 литршӑн 1,5 тенкӗ ытларах тӳлеме тытӑннӑ. Элӗк, Хӗрлӗ чутай, Вӑрмар районӗсенче сӗт 1 тенкӗ ӳснӗ, Каҫал тӑрӑхӗнче вара — 0,8 тенкӗ.
Патӑрьел, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче сӗт хакӗ ҫур тенкӗ кӑна хӑпарнӑ. ЧР Патшалӑх ветеринари служби палӑртнӑ тӑрӑх, сӗт хакӗ пахалӑхӗпе лайӑх пулнӑ ҫӗрте ӳснӗ.
Сӗт юр-варне йышӑнакан предприятисенче 1 литр сӗте 18,83 тенкӗпе илеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Макарин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ял тӑрӑхӗсене пӗрлештересшӗн. Унта ӗнер ку ыйтупа вырӑнтисемпе пуху ирттернӗ. Халӑхпа тӗл пулма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов пырса ҫитнӗ.
Района ертсе пыракан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче укҫа енчен те питӗ хӗсӗк, ҫавна пулах вырӑнти ыйтусене (ҫул-йӗр тӑвассине, шыв пӑрӑхӗсемпе ҫыхӑннине, ку списока тем чухлӗ тӑсса кайма пулать) татса пама «кӗмӗл» хӗсӗк. Ҫав вӑхӑтрах ял тӑрӑхӗсенчи тӳре-шарана тытса тӑмалла, укҫи-тенкине вӗсем валли уйӑрмалла. Ҫапах та ҫынсене пӗрлештернӗ хыҫҫӑн кашни ял тӑрӑхӗнчех ҫынсене меллӗрех пултӑр тесе вырӑнти ыйтупа ӗҫлекен специалистсене хӑвармалла.
Тури Макарин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Анат Кӑмаша, Тури Макарин тата Ҫӗмӗрле ял тӑрӑхӗсене пӗрлештерме хирӗҫ маррине палӑртнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Егоркино ялӗнче нимӗҫ овчарки вӑрӑ ҫулӗ ҫине лекме пулӑшнӑ.
Унти ял лавккине пӗр каҫхине такамсем чӳречерен кӗрсе апат-ҫимӗҫ ҫаклатса тухнӑ. Чӗнмен хӑнасем ҫимеллипе пӗрлех пылак апата та илнӗ, эрех-сӑра таврашне те тиркесе тӑман. Лавкка хуҫи йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, кукӑр ӑллисем 20 пине яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Вӑрра шырама йӗрке хуралҫисем хӑйсен шанчӑклӑ тусне, «Мухтар» ятлӑ нимӗҫ овчаркине ертсе кайнӑ. Лавккана вӑрӑ чӳрече тимӗр решеткине касса кӗнине асӑрханӑ вӗсем. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ ҫыннӑн йӗрӗ ҫине кинологпа йытӑ часах лекнӗ. Пӗр километр шыраса кайсан вӗсем ялти пӗр киле пырса ҫитнӗ. Унта вӑрланӑ пурлӑха асӑрханӑ та. Пӗр пайне кил хуҫисем пахчана тухса пытарнӑ.
Кил хуҫийӗ 35 ҫулти, унччен судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Ун патӗнче хӑй пекех тахӑҫан суд тенкелӗ ҫинче пулнӑ хӑнасем пулнӑ. Вӗсенчен пӗри Етӗрне районӗнченех пырса ҫитнӗ. Эрех пӗтсе ҫитсен ҫавсем ялти лавккана ҫаратма шутланӑ.
Тухтӑрсем Чӑваш Енри ачасен куҫӗ ҫулсерен япӑхса пынине асӑрханӑ. Капла пӗтӗмлетӳ патне вӗсем ачасене иртнӗ ҫул профилактика тӗллевӗпе медосмотр кӑларнине тишкернӗ май ҫитсе тухнӑ.
Иртнӗ ҫул 231 пин ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсен сывлӑхне куҫ курасси япӑхса пыни тата ҫурӑм шӑмми авӑнни самай сиен кӳрет. Шӑпах ҫак икӗ амакӗ тӗпрен илсен сиен кӳрет те.
Куҫ кураслӑх япӑхнин шайӗ Раҫҫейринчен пирӗн патра 1,5 хут пысӑкрах-мӗн. Шкула кайма тытӑннӑ хыҫҫӑн куҫ кураслӑх ҫулсерен чакса пырать. Ку пӑтӑрмах ача 15 ҫула ҫитичченех тӑсӑлса пырать.
Территорисене илсе чи ӑнӑҫсӑррисен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Канаш хулисем, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Муркаш, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗмӗрле районӗсем лекнӗ.
Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗ тата вӑл тӑрӑхри «Ямаш» фольклор ансамблӗ Вӑрманкас Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестиваль-конкурс ирттернӗ.
Унта Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи 13 фольклор ушкӑнӗ пырса ҫитнӗ. Конкурса темиҫе номинаципе ирттернӗ. Чӑваш Ен историне чи лайӑх пӗлекенсем тесе «Сӗнтӗр», «Кунер» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Шурӑмпуҫ» (Комсомольски районӗ) ансамбльсене палӑртнӑ.
Хӑйсем пирки аван каласа кӑтартнипе «Сӗнтӗр» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Сурпан» (Тӑвай районӗ), «Еник» (Вӑрмар районӗ) тӗлӗнтернӗ.
Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарнӑ. Гран-при Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр» ансамбле лекнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче ӳсӗр арҫын путса вилнӗ. Ирнӗ вырсарникун Хӗрлӗ Октябрь ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 41 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ.
Арҫын шыва кӗме кайнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, арҫын пӗве хӗррине пӗчченех кайнӑ, хӑй ӳсӗр пулнӑ.
МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа республикӑра 18 ҫын путса вилнӗ. Ведомство асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Эрех ӗҫсен шыв хӗррине кайма юраманни пирки тепӗр хутчен аса илтерет. Чылай инкек ҫак хаяр шӗвек айӑпӗпе пулать. Эрех ӗҫнӗ ҫынна сивӗ шывра шӑнӑр туртать, чӗре приступӗ аптӑратма, сывлӑш пӳлӗнме пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |